Телей — Асап

 

4821Кулма пӗлекен ватӑлма пӗлмен.Йӗрӳ — Кулу
4822Кулсан кулас килег, кайран макрас килет.Йӗрӳ — Кулу
4630Кулянса ларнипе куян та тутӑ пулаймасть.Савӑнӑҫ — Хурлану
4631Кулянса пыл ҫийиччен хавасланса шыв ӗҫес.Савӑнӑҫ — Хурлану
4632Кулянса тӑнипе ҫӑвара турам ҫӑкӑр лекмест.Савӑнӑҫ — Хурлану
4633Кун тӑсӑлать каҫпа, ҫын — хуйхӑпала.Савӑнӑҫ — Хурлану
4634Курайман ҫын телейне кура типет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4823Куҫҫулӗнчен хаклӑ шыв та ҫук.Йӗрӳ — Кулу
4824Куҫҫулӗпе куҫ вӑйӗ пӗтет, вӗри сывлӑшпа чӗре ҫӑвӗ ирӗлет.Йӗрӳ — Кулу
4833Куҫҫуль — хӗрарӑм вӑйӗ.Йӗрӳ — Кулу
4825Куҫҫуль ӑш-чике тасатать.Йӗрӳ — Кулу
4826Куҫҫуль витӗр кун курма ҫук.Йӗрӳ — Кулу
4827Куҫҫуль куҫа пӗтерет теҫҫӗ.Йӗрӳ — Кулу
4832Куҫҫуль ҫӑл шыве мар, хӑҫан та пулин типетех.Йӗрӳ — Кулу
4828Куҫҫуль тӑкнипе куҫ ҫути ҫех тӗксӗмленет.Йӗрӳ — Кулу
4829Куҫҫуль тӑкнипех куҫ тулли телей капланса килес ҫук.Йӗрӳ — Кулу
4830Куҫҫуль тӑкса кук тӗрлӗ чечек ӳстереймӗн.Йӗрӳ — Кулу
4831Куҫҫуль тӑксан та, тӑкмасан та иртнӗ куна тавӑрма ҫук.Йӗрӳ — Кулу
4834Куҫҫуль шӑмӑ ҫурса тухать.Йӗрӳ — Кулу
4835Куҫҫуль юхсан ҫанӑпа, ҫанӑ ҫитмесен аркӑпа.Йӗрӳ — Кулу
4836Куҫҫульпе арман тытас ҫук.Йӗрӳ — Кулу
4837Куҫҫульпе Атӑл пӗвелеймӗн.Йӗрӳ — Кулу
4838Макарӑн та макӑрса пурнас килмест.Йӗрӳ — Кулу
4839Макӑракан маларах ҫиет.Йӗрӳ — Кулу
4840Макӑракана кутран тап.Йӗрӳ — Кулу
4841Макӑракана параҫҫӗ.Йӗрӳ — Кулу
4842Макӑракана шеллеҫҫӗ.Йӗрӳ — Кулу
4843Макӑраканне мак кукли.Йӗрӳ — Кулу
4844Макӑрма пӗлекенӗн ани улӑх тӑрӑх, макӑра пӗлменӗн ҫула тӑрӑх.Йӗрӳ — Кулу
4845Макӑрма пӗленӗн ҫӑкӑр пур.Йӗрӳ — Кулу
4846Макӑрма пӗлмен ҫупкӑ ҫинӗ.Йӗрӳ — Кулу
4847Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.Йӗрӳ — Кулу
4848Макӑрмасӑр ӗҫ пулмасть, тарӑхмасӑр ӗҫ тухмасть.Йӗрӳ — Кулу
4849Макӑрмасӑр куҫҫуль тухмасть.Йӗрӳ — Кулу
4850Макӑрни Макара та пулӑшмасть.Йӗрӳ — Кулу
4851Макӑрнипе виле чӗрӗлмест.Йӗрӳ — Кулу
4852Макӑрсан та ырри ҫук, ҫухӑрсан та ырри ҫук.Йӗрӳ — Кулу
4635Нуша алӑк шаккамасть, хӑех уҫса кӗрет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4636Нуша алли саккунран ҫирӗпрех.Савӑнӑҫ — Хурлану
4637Нуша ӑса вӗрентет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4638Нуша виҫ хут тире сӳтерӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4639Нуша кил тӑрӑх чуптарать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4640Нуша килсен муллана та кукка тейӗн.Савӑнӑҫ — Хурлану
4641Нуша кулаҫ ҫиме вӗрентет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4642Нуша кулач ҫитерет, вӗри куҫҫуль ӗҫтерет.Савӑнӑҫ — Хурлану
4643Нуша курасшӑн ан ҫун, вӑл часах ӗнсе ҫине килсе ларӗ.Савӑнӑҫ — Хурлану
4644Нуша курнӑ пӗр луша.Савӑнӑҫ — Хурлану
4645Нуша куҫҫульпе тӑранса пурӑнать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4646Нуша куштана та пӑхӑнтарать.Савӑнӑҫ — Хурлану
4647Нуша нухрат суттарать.Савӑнӑҫ — Хурлану